Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Икчӗлхелӗхе аталантарма пулӑшакан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те тухнӑ

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.08 15:33

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 170

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш Ен хыҫҫӑн икчӗлхелӗхе хавхалантаракан ҫыпӑҫтаркӑчсем Удмуртире те сарӑлма пуҫланӑ. «Вераськиськом удмурт кылын» («Удмуртла калаҫатпӑр») ятлӑ пуҫарӑва «Удмуртлык» пӗрлешӗвӗпе «Шунды» текен ҫамрӑксен организацийӗ пуҫарса янӑ, пӗлтерет «Уралистика».

Финн-укӑрсен сайчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, «пуҫаруҫӑсем организацире удмуртла калаҫакан ӗҫ ҫыннисене ҫыпӑҫтаркӑчсем саккаслама сӗнеҫҫӗ. Ҫапла майпа унта ҫынсемпе удмуртла та калаҫма май пулӗ».

Ҫитес вӑхӑтра хастарсем ҫынсемпе удмуртла калаҫакан вырӑнсен карттине ӑсталама шутлаҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе «Ижевск тытӑмлӑхӗсенче удмуртла ҫӑмӑллӑн усӑ курма майсем туса пани чӗлхене республика шайӗнче тата анлӑрах сарма пулӑшӗ».

Кунсӑр пуҫне, часах «Удмурт кылэз уже кутэны дась» («Удмуртла калаҫнине хапӑл тӑватпӑр») ҫыпӑҫтаркӑчсем те сарӑлӗҫ. Ҫакнашкал ҫыпӑҫтаркӑчсене вара пӗр-пӗр ӗҫре удмуртла калаҫакансем пачах та ҫук пулсан сӗнӗҫ. Вӗсем, тен, тӗслӗхрен, шалти навигацие е сайта та пулин удмуртла куҫарма килӗшӗҫ.

Тытӑмлӑхсем ӗҫре е брендингра удмурт чӗлхипе усӑ курнӑшӑн ятарлӑ преми тума та шутлаҫҫӗ малашне.

Нумай пулмасть, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта чӑваш чӗлхине сарас тӗллевпе ҫакнашкал акци хута янӑччӗ. Удмурт хастарӗсене шӑпах ҫакӑ хавхалантарса янӑ иккен. Аса илтеретпӗр, ҫак акципе килӗшӳллӗн тӗрлӗ предприятисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫтаркӑчсене вырнаҫтарма сӗнеҫҫӗ. Акцие пуҫарса яракансем «Ирӗклӗх» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем пулчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех