Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Интернетра чӑвашла "Том Сойер" тухнӑ

Автор: Ирӗклӗ сӑмах

Ҫӑлкуҫ: Ирӗклӗ сӑмах

Хушнӑ: 2019.08.08 15:30

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 146

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш литературин электронлӑ вулавӑшӗ Марк Твенӗн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» романӗн чӑвашла куҫарнӑ кӗнекипе пуянланнӑ. Кун пирки авӑн уйӑхӗн 1-мешӗнче Chuvash.Org сайчӗ пӗлтерет. Проекта пурнӑҫлакансем ҫак паллӑ пулӑма шӑпах Вӗренӳ кунне халалланӑ.

Электронлатни ӗҫне пурнӑҫламашкӑн «Хавал» халӑх пӗрлешӗвӗ пулӑшнӑ. «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлнӗ тӑрӑх, чӑваш литературине популяризацилес, аталантарас ыйтӑва 2013-мӗш ҫултах «Хавал» пӗрлешӗвӗн пӗр пухӑвӗнче хускатнӑччӗ. Унчченхи ҫулсенче тӗнче литературин сахал мар хайлавне чӑвашла куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра вара ача-пӑча литературине чӑвашла куҫарас ӗҫ чарӑнса ларни пирки сӑмах пынӑ пухура.

Ача-пӑча литературин куҫарӑвӗ «таврӑннине» «Том Сойертан» пуҫлама шут тытнӑ. Тетелти версисӗр пуҫне, мобиллӗ хатӗрсенчен вуламашкӑн усӑҫсем валли epub формат та пур.

Марк Твенӗн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» романне чӑвашла 1979-мӗш ҫулта Феодосия Ишетер куҫарнӑ. Палӑртса хӑвармалла, ярӑмӑн «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» романне те чӑвашла куҫарнӑ (куҫараканӗ - Асклиада Соколова). Ҫав ярӑмри «Том Сойер чикӗ леш енче» тата «Том Сойер - детектив» романӗсен чӑвашла версийӗ хальлӗхе ҫук-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех