Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗ ҫинчен" саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №60 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:42

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 96

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Транспорт

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗ ҫинчен» саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр фончӗ ҫинчен» 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 71 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2015, 6 №; 2016, 10 №) 2 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) ҫакӑн пек ҫырса тӑваттӑмӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас:

«Раҫҫей Федерацийӗн ҫул ҫӳрев хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен калакан саккунӗсене пӑснӑшӑн шыраса илекен укҫа-тенкӗрен (штрафсенчен);»;

2) тӑваттӑмӗш – вун саккӑрмӗш абзацсене тивӗҫлӗн пиллӗкмӗш – вун тӑххӑрмӗш абзацсем тесе шутлас.

2 статья

Ҫак Саккун 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех