Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи промышленность политики ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №59 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:38

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 193

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Экономика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи промышленность политики ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи промышленность политики ҫинчен» 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи 50 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2015, 10 №; 2016, 12 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 6 статьян 2-мӗш пайӗн 3-мӗш пунктне «индустри (промышленность) паркӗсен управляющи компанийӗсем,» сӑмахсем хыҫҫӑн «промышленность технопаркӗсем, промышленность технопаркӗсен управляющи компанийӗсем,» сӑмахсем хушса хурас;

2) ҫакӑн пек ҫырса 171 статья хушса хурас:

«171 статья. Промышленность технопаркӗсем

1. Промышленность технопаркӗ тата промышленность технопаркӗн управляющи компанийӗ Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ требованисене тата Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртнӑ хушма требованисене тивӗҫтернӗ чухне промышленность технопаркӗн управляющи компанийӗ тата промышленность технопаркӗн тытӑмӗнче шутланакан технологи инфратытӑмӗн тата промышленность инфратытӑмӗн объекчӗсемпе усӑ куракан, промышленность енӗпе ӗҫ-хӗл пурнӑҫлакан субъектсем тӗлӗшпе ҫак Саккунпа тата Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе палӑртнӑ, промышленность енӗпе пурнӑҫлакан ӗҫ-хӗле хавхалантармалли майсемпе усӑ курас ӗҫе Чӑваш Республикин нормативлӑ право акчӗпе палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх туса пыраҫҫӗ.

2. Чӑваш Республикин территорийӗнче промышленноҫӑн ҫӗнӗ технопаркӗсене тӑвас тата пуррисене аталантарас ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн талккӑш аталану стратегине, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн территорине планламалли схемӑсене тата Чӑваш Республикин территорине планламалли схемӑна шута илнӗ май туса пыраҫҫӗ.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех