Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче хаксене (тарифсене) патшалӑх тытса пымалли йӗрке ҫинчен" саккунӗн 21 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №58 от 20 сентября 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.31 19:34

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 347

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Экономика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче хаксене (тарифсене) патшалӑх тытса пымалли йӗрке ҫинчен» саккунӗн 21 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче хаксене (тарифсене) патшалӑх тытса пымалли йӗрке ҫинчен» 2001 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 43 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2001, 44 №; 2006, 69 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85 №; 2011, 88 №; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6, 11 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 2, 12 №-сем; 2016, 6 №) 21 статйин 1-мӗш пайне ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 11-мӗш пунктра:

а) вун иккӗмӗш абзаца «Федерацин «Ӑшӑпа тивӗҫтересси ҫинчен» 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 190-ФЗ №-лӗ саккунӗпе» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла – Федерацин «Ӑшӑпа тивӗҫтересси ҫинчен» саккунӗ)» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса вун пиллӗкмӗш тата вун улттӑмӗш ҫӗнӗ абзацсем хушса хурас:

«ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн ҫӳл шайне ҫирӗплетеҫҫӗ;

ӑшӑпа тивӗҫтермелли ӗҫӗн хак зонисене кӗртмен поселенисенче, хула округӗсенче ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисене, ӑшӑ сечӗсен организацийӗсене тата ӑшӑпа усӑ куракансене пӗлтерсе тӑрас тӗллевпе ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн шайне шутласа палӑртас ӗҫе тата ӑна информаципе телекоммуникацин «Интернет» сетӗнчи официаллӑ сайтра вырнаҫтарас ӗҫе тивӗҫтереҫҫӗ, ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн ҫав шайне ӑшӑпа тивӗҫтермелли ӗҫӗн хак зонисенче ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн ҫӳл шайне палӑртма Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви ҫирӗплетнӗ правилӑсемпе, ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн ҫӳл шайне индексацилемелли правилӑсене кӗртсе, котельнӑйсемпе ӑшӑ сечӗсен ӗҫӗн техникӑпа экономика параметрӗсемпе (вӗсемпе ӑшӑ энергийӗн (хӑвачӗн) хакӗн ҫӳл шайне шутласа палӑртма усӑ кураҫҫӗ) килӗшӳллӗн палӑртаҫҫӗ;»;

б) вун пиллӗкмӗш абзаца вун ҫиччӗмӗш абзац тесе шутлас тата унти «федераци саккунӗсемпе» сӑмахсене «Федерацин «Ӑшӑпа тивӗҫтересси ҫинчен» саккунӗпе» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 5-мӗш пунктра:

а) иккӗмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«Федерацин «Транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 170-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федерацин «Транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккунӗ) килӗшӳллӗн транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхнӑшӑн илекен тӳлевӗн ҫӳл виҫине палӑртаҫҫӗ тата ҫӳл виҫене пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ;»;

ӑ) виҫҫӗмӗш абзац хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

б) тӑваттӑмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«диагностика картин дубликатне панӑшӑн илекен тӳлевӗн Федерацин «Транспорт хатӗрӗсене техника тӗлӗшӗнчен пӑхса тӑрасси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ виҫине пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ;».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех