Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сар чечек

Автор: Раиса Сарпи

Ҫӑлкуҫ: https://chuvash.org/lib/haylav/7388.html

Хушнӑ: 2019.07.31 09:22

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 52

Текст тӗсӗ: Сӑвӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Эпӗ — сап-сарӑ чечек,
Улӑхра ӳсеп чечен.

Кӑпӑшка ман ҫеҫкӗмсем —
Сап-сара шевле-хӗмсем.

Эпӗ — сап-сарӑ чечек,
Пит ачаш, хитре, черчен.

Киленетӗп хампа хам.

Илеме сана парам.

Эпӗ — сап-сарӑ чечек.

Тап-таса ҫут сывлӑм пек.

Ҫынсене сӗнеп хаваслӑх,
Парашютлӑ ман пуласлӑх.

Эпӗ — сап-сарӑ чечек,
Хӗвел пек ҫиҫетӗп тек.

Чир-чӗртен те эп сиплетӗп,
Сан патна вӗҫсе ҫитетӗп!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех