Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №29 от 28 апреля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.26 12:46

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 134

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 22 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 55 №; 2005, 62, 64, 65 №-сем; 2006, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 75, 77, 78 №-сем; 2009, 81, 82 №-сем; 2010, 84, 86 №-сем; 2011, 88–91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94, 96 №-cем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 3, 6, 9, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10 №-сем; 2016, 3, 4, 10, 11 №-сем; 2017, 2–4, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) IV сыпӑк хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

2) 33 статьян 2-мӗш пайӗнче:

а) «ӑ» пункт хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) «в» пунктра:

пӗрремӗш абзацра «, 28» цифрӑсене кӑларса пӑрахас;

тӑваттӑмӗш абзацра «, 28» цифрӑсене кӑларса пӑрахас;

3) 34 статьяра:

а) 1-мӗш пайра «, 27 статьяпа» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

ӑ) 2-мӗш пайӑн пӗрремӗш абзацӗнче «, 28» цифрӑсене кӑларса пӑрахас;

б) 12-мӗш пай хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех