Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш республикин "вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №26 от 28 апреля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.26 12:22

Пуплевӗш: 31; Сӑмах: 755

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш республикин «вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен» 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 2 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 59 №; 2005, 62, 65 №-сем; 2006, 69 №; 2007, 73 №; 2009, 82 №; 2010, 86 №; 2012, 92 № (I том); «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2014, 9, 12 №-сем; 2015, 5 №; 2016, 11 №; 2017, 3 №) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 14 статьяра:

а) 2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«2. Вырӑнти референдум участокӗсене муниципаллӑ район, хула округӗн вырӑнти администрацийӗн пуҫлӑхӗ тивӗҫлӗ территори комиссийӗпе килӗшсе татӑлнӑ тӑрӑх, Федераци саккунӗн 16 статйин 10-мӗш пункчӗпе, ҫак Саккунӑн 12 статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вырӑнти референдум участокӗн территорийӗнче регистрациленӗ вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсен шучӗ ҫинчен калакан даннӑйсене тӗпе хурса, вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсем кашни участокра виҫӗ пин ҫынран ытла мар пулмалли шутпа туса хурать. Вырӑнти референдум участокӗсене вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсем валли май килнӗ таран меллӗ условисем туса пама кирлине тӗпе хурса вырӑнти тата ытти условисене шута илсе туса хураҫҫӗ. Вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсене регистрацилени (шута илни) ҫинчен калакан даннӑйсем тӑрӑх вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсен шучӗ виҫӗ пин те ҫӗртен иртнӗ чухне е тата Федераци саккунӗн 19 статйин 4-мӗш пунктне пӑснӑ чухне вырӑнти референдум участокӗсен переченьне тата вӗсен чиккисене ҫав участоксене туса хурас тӗллевпе палӑртнӑ йӗркепех тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ.»;

ӑ) ҫакӑн пек ҫырса 21-мӗш пай хушса хурас:

«21. Вырӑнти референдум участокӗсен переченьне тата вӗсен чиккисене вӗсене туса хурас тӗллевпе палӑртнӑ йӗркепе ҫакӑн чухне тӳрлетӳсем кӗртеҫҫӗ:

а) муниципалитет пӗрлӗхӗсен чиккисене улӑштарни, ҫав пӗрлӗхсене ҫӗнетсе урӑхлатни, пӗтерсе хуни;

ӑ) вырӑнти референдум участокӗн территорийӗнче регистрациленӗ вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсен шучӗ сахалланни (50 таран тата унран та сахалрах);

б) вырӑнти референдум участокӗнче вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсен чи пысӑк хисепне пӗр пин ҫурӑ таран чакарас тӗллевпе;

в) вырӑнти референдум участокӗнче вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсен чи пысӑк хисепне виҫӗ пине ҫитерес тӗллевпе;

г) нумай хваттерлӗ ҫӗнӗ ҫуртсемпе пурӑнмалли ҫӗнӗ ҫуртсем хута янине е сасӑлав пӳлӗмӗсене улӑштармаллине шута илсе вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсем валли май килнӗ таран ытларах меллӗ условисем туса пама кирлине тивӗҫтерес тӗллевпе.»;

б) ҫакӑн пек ҫырса 22-мӗш пай хушса хурас:

«22. Вырӑнти референдум участокӗсен переченьне тата (е) вӗсен чиккисене тӳрлетӳсем кӗртесси ҫинчен калакан йышӑнӑва вырӑнти референдум кампанийӗ пыман тапхӑрта, уйрӑм тӗслӗхсенче вара сасӑлав кунӗччен 70 кунран кая юлмасӑр йышӑнмалла. Кун пек чухне, ҫак статьян 21-мӗш пайӗн «б», «в» е «г» пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхре, йышӑнӑва пилӗк ҫулта пӗр хутчен тума пултараҫҫӗ.»;

в) ҫакӑн пек ҫырса 23-мӗш пай хушса хурас:

«23. Енчен те ҫак статьян 21-мӗш пайӗн «б», «в» е «г» пунктне пурнӑҫлас тӗллевпе тӑвакан йышӑну муниципаллӑ район, хула округӗн чиккисенче вырӑнти референдум участокӗсен шутне ӳстерме палӑртать пулсан, асӑннӑ йышӑнӑва Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх кӑна тата каярахпа Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп суйлав комиссийӗпе килӗштернӗ тӑрӑх ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Патшалӑх влаҫӗн федераци органӗсен суйлав кампанийӗ пынӑ тапхӑрта ҫавнашкал йышӑнӑва тума юрамасть. «;

2) 19 статьян 21-мӗш пайне «Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ» сӑмахсем хыҫҫӑн «е унӑн йышӑнӑвӗ тӑрӑх территорири комиссисем» сӑмахсем хушса хурас;

3) 38 статьян 10-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса ҫӗнӗ виҫҫӗмӗш предложени хушса хурас: «Вырӑнти референдума ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсемпе хутшӑнакан ҫынсен шучӗ пысӑк пулма пултаракан вырӑнти референдум участокӗнче, ҫавӑн пекех вырӑнти референдума хутшӑнакан ҫынсене 500-тен сахалрах регистрациленӗ тата бюллетеньсене шутламалли программӑпа техника комплексӗсемпе усӑ куракан вырӑнти референдум участокӗнче тивӗҫлӗ комисси йышӑнӑвӗ тӑрӑх бюллетеньсен хисепне ӳстерме пултараҫҫӗ.».

2 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин «Вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен» 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 2 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 14 статйин 21-мӗш пайӗн «в» тата «г» пункчӗсен положенийӗсемпе 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа усӑ кураҫҫӗ.

3. Чӑваш Республикин «Вырӑнти референдум тата муниципаллӑ пӗрлӗхӗн чиккисене улӑштарассипе, муниципаллӑ пӗрлӗхе ҫӗнӗрен йӗркелессипе, депутата, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ органӗн членне, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн суйлавлӑ должноҫри ҫыннине каялла чӗнсе илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе сасӑлав ирттересси ҫинчен» 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 2 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 14 статйин 2-мӗш пайӗн положенийӗсен вӑйӗ Федерацин «Федерацин «Политика партийӗсем ҫинчен» саккунне тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 157-ФЗ №-лӗ саккунӗн 4 статйин 7-мӗш пайӗпе тата Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав прависен тата референдума хутшӑнмалли правин тӗп гарантийӗсем ҫинчен» 2002 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 67-ФЗ №-лӗ саккунӗн (Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 104-ФЗ №-лӗ саккунӗ вӑя кӗриччен вӑйра тӑнӑ редакципе) 19 статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн маларах пилӗк ҫуллӑха туса хунӑ вырӑнти референдум участокӗсене пырса тивет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех