Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Туризм ҫинчен" саккунӗн 6.1 тата 7.1 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №22 от 28 апреля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.25 22:42

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 158

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Культура

Чӑваш Республикин «Туризм ҫинчен» саккунӗн 6.1 тата 7.1 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Туризм ҫинчен» 1997 ҫулхи юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведо-моҫӗсем, 1997, 21 №; 2001, 40 №; 2004, 61 №; 2007, 73 №; 2008, 76, 77 №-сем; 2009, 80 №; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Рес-публикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 12 №; 2016, 6, 12 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 6.1 статьяра:

а) иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш абзацсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) тӑххӑрмӗш абзаца «тата ҫак Саккунпа» сӑмахсем хушса хурас;

2) 7.1 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«7.1 статья. Хӑна ҫурчӗсене классификацилесси, сӑрт-ту йӗлтӗр трассисене классификацилесси, пляжсене классификацилесси

Хӑна ҫурчӗсене классификацилес ӗҫе, сӑрт-ту йӗлтӗр трассисене классификацилес ӗҫе, пляжсене классификацилес ӗҫе Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.

Аккредитациленӗ организацисем Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнчи турист ӗҫ-хӗлӗн никӗсӗсем ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн полномочиллӗ органа Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви полномочи панӑ федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗ палӑртнӑ йӗркепе тата формӑпа хыпарласа пӗлтернӗ чухне Чӑваш Республикин территорийӗнче хӑна ҫурчӗсене классификацилес ӗҫе, сӑрт-ту йӗлтӗр трассисене классификацилес ӗҫе, пляжсене классификацилес ӗҫе пурнӑҫлама пултараҫҫӗ.».

2 статья

Ҫак Саккун 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех