Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Ҫемье ипотекине» яланлӑха тӑснӑ

Автор: Светлана ЧИКМЯКОВА

Ҫӑлкуҫ: Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Хушнӑ: 2019.07.25 01:47

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 219

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Раҫҫейре 2018 ҫултанпа ҫӑмӑллатнӑ «Ҫемье ипотеки» программа пурнӑҫланать. Ку проект ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли ҫурт-йӗр ус-ловийӗсене лайӑхлатма пулӑшас тӗллевлӗ. Ӑна федераллӑ бюджет субсидилет.

2019 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса Раҫҫейре ҫӑмӑллатнӑ ипотекӑн ҫӗнӗ правилисем вӑя кӗчӗҫ.

Раҫҫей Правительствин 2019 ҫулхи мартӑн 28-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе кредит паракан организацисен правилисене ачаллӑ граждансене ипотека кредичӗпе тивӗҫтернӗ чухне илсе ҫитереймен тупӑш пайне саплаштарасси ҫинчен калакан ҫӗнӗлӗхсене ҫирӗплетнӗ.

Маларах иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн ҫемьесене кредит уйӑрнӑ чухне субсидие виҫӗ, пилӗк е сакӑр ҫуллӑх панӑ. Правилӑсем тӑрӑх кредита тепӗр хут шутласа паман, ҫавӑнпа та ку категорие кӗрекенсем субсидировани программин условийӗсемпе усӑ курайман.

Халӗ икӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесем 6 процентлӑ ипотекӑпа яланлӑхах усӑ кураҫҫӗ. Маларах кредит илнӗ ҫемьесем те, ҫак программӑна кӗртнӗ ҫӗнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн, рефинансировани мелӗпе процент ставкине пӗчӗклетме пултараҫҫӗ. Чӑваш енре программӑпа кредитсем уйӑрма тытӑннӑ ӗнтӗ.

Чӑваш ен Строительство министерствинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул ку программӑпа республикӑри 179 ҫемье кредит илнӗ. Паянхи куна вара ҫӗнетнӗ условисене кура унпа усӑ курас текенсен йышӗ ӳснӗ. Пӗрремӗш кварталта ҫӑмӑллатнӑ ку пулӑшупа 111 ҫемье усӑ курнӑ.

Ҫынсем ку программӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кредитшӑн паракан уйӑхсеренхи тӳлев пӗчӗкленет, кредит илесси ҫӑмӑлланать.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев банк ертӳҫисене ҫемьесем ытлашши процентсем ан тӳлеччӗр тесе вӗсене хут ӗҫӗсемпе ытлашши чуптармасӑр пулӑшма чӗнсе каланӑ.

Чӑваш ен Ӗҫлев министерствин сведенийӗсемпе, малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал 6 процентлӑ ҫемье ипотекипе 600-е яхӑн ҫын усӑ курмалла, ҫакӑн валли хушма финансированин сумми 255 млн тенкӗ яхӑн пулмалла.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех