Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Физкультура тата спорт ҫинчен» саккунӗн 5 тата 14 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №14 от 30 марта 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.25 00:02

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 93

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Спорт

Чӑваш республикин «физкультура тата спорт ҫинчен» саккунӗн 5 тата 14 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Физкультура тата спорт ҫинчен» 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 31 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2008, 76, 78 №-сем; 2009, 82 №; 2011, 89, 91 №-сем; 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 12 №-сем; 2014, 11 №; 2015, 2, 10 №-сем; 2016, 3, 12 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 5 статьян 1-мӗш пайӗн 4-мӗш пункчӗн «а» ҫум пунктӗнче «, медицина» сӑмаха кӑларса пӑрахас;

2) 14 статьян 1-мӗш пайӗн 4-мӗш пунктӗнче «, медицина» сӑмаха кӑларса пӑрахас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Шупашкар хули

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех