Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №8 от 13 февраля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.23 21:27

Пуплевӗш: 13; Сӑмах: 184

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Криминал

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 22 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 55 №; 2005, 62, 64, 65 №-сем; 2006, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 75, 77, 78 №-сем; 2009, 81, 82 №-сем; 2010, 84, 86 №-сем; 2011, 88–91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94, 96 №-cем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 3, 6, 9, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10 №-сем; 2016, 3, 4, 10, 11 №-сем; 2017, 2–4, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) II сыпӑка ҫакӑн пек ҫырса 31 статья хушса хурас:

«31 статья. Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комисси йышӑнӑвне пурнӑҫламанни е пӑсни

Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комисси йышӑнӑвне пурнӑҫламаншӑн е пӑснӑшӑн –
асӑрхаттараҫҫӗ е граждансене – пӗр пинрен пуҫласа виҫӗ пин тенкӗ таран; должноҫри ҫынсене – пилӗк пинрен пуҫласа вун пилӗк пин тенкӗ таран; юридически сӑпатсене аллӑ пинрен пуҫласа ҫӗр пин тенкӗ таран административлӑ штраф тӳлеттереҫҫӗ.»;

2) 33 статьян 2-мӗш пайне ҫакӑн пек ҫырса «о» пункт хушса хурас:

«о) Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Чӑваш Республикинче террора хирӗҫ кӗрешекен комиссин ӗҫне-хӗлне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ; консультанчӗ – ҫак Саккунӑн 31 статйипе пӑхса хӑварнӑ административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен.»;

3) 34 статьян 1-мӗш пайне «3,» цифра хыҫҫӑн «31,» цифра хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех