Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен" саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №42 от 04 июня 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.22 13:16

Пуплевӗш: 12; Сӑмах: 287

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» саккунӗн 2 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2017, 9 №) 2 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) ҫакӑн пек ҫырса 11-мӗш пай хушса хурас:

«11. Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнакан ҫынсем хӑйсем тивӗҫлӗ должноҫсем йышӑнакан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене, ҫавӑн пекех хӑйсен упӑшкисен (арӑмӗсен) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене муниципалитетӑн право акчӗсемпе палӑртакан йӗркепе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетӗнчи официаллӑ сайчӗсенче вырнаҫтарма тата (е) массӑллӑ информаци хатӗрӗсене пичетлесе кӑларма тӑратаҫҫӗ.»;

2) 6-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«6. Хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан тӗрӗслесе тӳрлетнӗ сведенисене, ҫавӑн пекех упӑшкисен (арӑмӗсен) тата ҫула ҫитмен ачисен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратаҫҫӗ:

граждансем – полномочиллӗ органа ҫак статьян 2-мӗш пайӗн иккӗмӗш абзацӗпе килӗшӳллӗн сведенисем тӑратнӑ кунран пуҫласа пӗр уйӑх хушшинче;

муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнакан ҫынсем – полномочиллӗ органа тата хӑйсем тивӗҫлӗ должноҫсем йышӑнакан вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органне ҫак статьян 2-мӗш пайӗн виҫҫӗмӗш абзацӗпе палӑртнӑ срок вӗҫленнӗ кун хыҫҫӑн пӗр уйӑх хушшинче.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех