Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен" саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон № 32 от 07 мая 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.18 20:55

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 204

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен» саккунӗн 10 тата 111 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче ҫут ҫанталӑкпа усӑ курасси ҫинчен» 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 17 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 1999, 32 №; 2002, 46 №; 2003, 53, 57 №-сем; 2004, 61 №; 2005, 65 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 78 №; 2009, 80 №; 2010, 84, 86 №-сем; 2011, 90 №; 2012, 92 № (I том); «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 5, 11 №-сем; 2015, 2 №; 2016, 3,
10 №-сем; 2017, 11 №; «Республика» хаҫат, 2018, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 10 статьян «б» пункчӗн улттӑмӗш абзацӗнче «тата спорт» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

2) 111 статьяра:

а) «в1» ҫум пунктра:

ҫакӑн пек ҫырса пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш ҫӗнӗ абзацсем хушса хурас:

«вӑрмансене вӑрман паркӗсен зонисенче вырнаҫнӑ вӑрмансен, симӗс зонӑсенче вырнаҫнӑ вӑрмансен шутне кӗртесси ҫинчен йышӑнусем тӑвасси;

вӑрмансем вырнаҫнӑ вӑрман паркӗсен ӗҫлев зонисене палӑртасси, Раҫҫей Федерацийӗн Вӑрман кодексӗн 114 статйин 1-мӗш пайӗн 3-мӗш тата 4-мӗш пункчӗсенче кӑтартнӑ, вӑрмансем вырнаҫнӑ ҫӗрсен лаптӑкӗсене тата чиккисене палӑртасси тата улӑштарасси;»;

пиллӗкмӗш – вун иккӗмӗш абзацсене тивӗҫлӗн ҫиччӗмӗш – вун тӑваттӑмӗш абзацсем тесе шутлас;

ӑ) «г» пунктӑн пиллӗкмӗш абзацне «сервитутсем» сӑмах хыҫҫӑн «, уҫӑ сервитутсем» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

1. Ҫак Саккун, ҫак статьяпа урӑх вӑхӑтра вӑя кӗртме палӑртнӑ положенисемсӗр пуҫне, 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

2. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 2-мӗш пункчӗн «а» ҫум пункчӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

3. Ҫак Саккунӑн 1 статйин 1-мӗш пункчӗ 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн
1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех