Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №23 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.17 22:02

Пуплевӗш: 6; Сӑмах: 100

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Сывлӑх

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен» саккунӗн 7 статйине улшӑну кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче граждансен сывлӑхне сыхласси ҫинчен» 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнчи 59 №-лӗ саккунӗн («Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 10 №-сем; 2014, 12 №; 2016, 10 №; 2017, 2, 9 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ) 7 статйин 5-мӗш пунктне улшӑну кӗртес, унти «тата ӑна пурӑнакан граждансемшӗн усӑ курма меллӗрех тӑвассине тивӗҫтересси» сӑмахсене «, ӑна пахалӑхпа тата усӑ курма меллӗрех тӑвассипе тивӗҫтересси» сӑмахсемпе улӑштарас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех