Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №18 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.17 17:55

Пуплевӗш: 47; Сӑмах: 714

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 46 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2004, 58 №; 2006, 70 №; 2007, 73 №; 2009, 82 №; 2010, 86 №; 2012, 92 № (I том); «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2014, 12 №; 2015, 5 №; 2016, 11 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 1 статьяна «Чӑваш Республикин референдумне» сӑмахсем хыҫҫӑн «(малалла ҫавӑн пекех – референдум)» сӑмахсем хушса хурас;

2) 13 статьяра:

а) 1-мӗш пункта «Чӑваш Республикин референдумӗн территорисенчи комиссийӗсене» сӑмахсем хыҫҫӑн «сасӑлав кунӗччен 11 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) 2-мӗш тата 22-мӗш пунктсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

б) 3-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«3. Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне Раҫҫей Федерацийӗн сасӑлав кунӗ тӗлне референдума хутшӑнмалли правӑпа усӑ куракан гражданӗсене кӗртеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинне Чӑваш Республикин референдумӗн пӗр участокӗнче кӑна Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ пурӑнакан вырӑн референдумӑн пайӑр участокӗн территорийӗнче вырнаҫни, Федераци саккунӗпе, ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче вара – гражданин ҫав участок территорийӗнче пулни (вӑхӑтлӑх пулни, вырнаҫни) (гражданинӑн референдума хутшӑнмалли прави пулсан) ӑна референдума хутшӑнакансен списокне кӗртмелли сӑлтав шутланать. Гражданин пурӑнакан вырӑн референдумӑн пайӑр участокӗн территорийӗнче вырнаҫнине е вӑл унта пулнине (вӑхӑтлӑх пулнине) – Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче пурӑнакан тата пулакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене регистрацилесе шута илекен органсем, Федераци саккунӗпе, ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче вара ҫак ӗҫе тума полномочи панӑ ытти органсем, организацисем тата должноҫри ҫынсем палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинне вӑл референдумӑн пайӑр участокӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑх Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртес ӗҫе Федераци саккунӗн 64 статйин 16-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.»;

в) ҫакӑн пек ҫырса 31-мӗш пункт хушса хурас:

«31. Сасӑлав кунӗнче больницӑсенче е айӑпланма пултаракан ҫынсене тата айӑпланакан ҫынсене хупса усрамалли вырӑнсенче пулакан Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансене, ҫавӑн пекех ҫар чаҫӗ вырнаҫнӑ вырӑн тулашӗнчи ҫар служащийӗсенчен тӑракан Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансене участокри комисси тунӑ йышӑнупа референдума хутшӑнакан хӑй ҫырнӑ заявлени тӑрӑх вӑхӑтлӑх пулнӑ вырӑнти референдум участокӗнче Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртме пултараҫҫӗ, ҫав заявление Чӑваш Республикин референдумӗн участокри комиссине сасӑлав кунӗччен пӗр кун маларах вырӑнти вӑхӑтпа 14 сехетрен кая юлмасӑр параҫҫӗ. Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакана референдума хутшӑнакансем вӑхӑтлӑх пулакан Чӑваш Республикин референдумӗн участокӗнче Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртни ҫинчен калакан информацие Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан асӑннӑ ҫынна вӑл пурӑнакан вырӑн тӑрӑх Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртнӗ референдум участокӗн Чӑваш Республикин референдумӗн участокри комиссине, ҫав шутра «Суйлав» ПАСӗпе усӑ курса, ҫитереҫҫӗ. Чӑваш Республикин референдумӗн участокри комиссийӗ Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокӗнчи тивӗҫлӗ йӗркере «Чӑваш Республикин референдумӗн №-лӗ участокӗнче Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртнӗ» тесе Чӑваш Республикин референдумӗн участокӗн номерне кӑтартса паллӑ тӑвать.»;

3) 15 статьян 3-мӗш пунктӗнче «вокзалсенче, аэропортра,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

4) 21 статьян 1-мӗш пункчӗн тӑваттӑмӗш абзацӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

5) 23 статьяна ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«Референдум комиссийӗсен Чӑваш Республикин референдумне хатӗрленсе ирттерессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӗсене вӗсене йышӑннӑ кунран пуҫласа пилӗк кун хушшинче туллин патшалӑхӑн регионти кулленхи пичет кӑларӑмӗсенче пичетлесе кӑлараҫҫӗ е тата Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансене ытти майпа пӗлтереҫҫӗ, ҫавӑн пекех ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене параҫҫӗ.»;

6) 391 статья хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

7) 40 статьян 1-мӗш пунктӗнче «референдумӑн асӑннӑ участокӗнче тата айӑпланма пултаракан тата айӑпланакан пек хупса усракан вырӑнсенчи» сӑмахсене «, анчах вӗсен тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ процесс кодексӗпе килӗшӳллӗн сасӑлав пӳлӗмне пыма май паман мера суйласа илнӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;

8) 41 статьян 3-мӗш пункчӗн «г» ҫум пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«г) протокол йӗркисене ҫак йӗркепе:

1-мӗш йӗрке: сасӑлав вӗҫленнӗ самант тӗлне Чӑваш Республикин
референдумне хутшӑнакансен списокне кӗртнӗ Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансен хисепӗ;

2-мӗш йӗрке: участокри комисси илнӗ бюллетеньсен хисепӗ;

3-мӗш йӗрке: сасӑлав кунӗнче сасӑламалли пӳлӗмре Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансене панӑ бюллетеньсен хисепӗ;

4-мӗш йӗрке: Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансене сасӑлав кунӗнче сасӑламалли пӳлӗм тулашӗнче панӑ бюллетеньсен хисепӗ;

5-мӗш йӗрке: пӑрахӑҫланӑ бюллетеньсен хисепӗ;

6-мӗш йӗрке: илсе ҫӳремелли сасӑлав ещӗкӗсенчи бюллетеньсен
хисепӗ;

7-мӗш йӗрке: стационарлӑ сасӑлав ещӗкӗсенчи бюллетеньсен хисепӗ;

8-мӗш йӗрке: тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ бюллетеньсен хисепӗ;

9-мӗш йӗрке: тӗрӗс тесе йышӑннӑ бюллетеньсен хисепӗ;

10-мӗш йӗрке: ҫухатнӑ бюллетеньсен хисепӗ;

11-мӗш йӗрке: илнӗ чухне шута илмен бюллетеньсен хисепӗ;

12-мӗш йӗрке тата ытти йӗркесем: Чӑваш Республикин референдумӗн сасӑлав бюллетенӗсенчи «Пур» тата «Ҫук» («Майлӑ» тата «Хирӗҫ») позицисем тӑрӑх Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакансем панӑ сасӑсен хисепӗ;»;

9) 1-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунӗ ҫумне 1-мӗш хушса ҫырни

Сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протокола кӗртнӗ даннӑйсене тӗрӗслесе шайлаштарни (хисепсемпе ҫак Саккунӑн 41 статйипе килӗшӳллӗн номерлесе тухнӑ протоколӑн йӗркисене палӑртнӑ)

1 пысӑкрах е тан 3 + 4

6 + 7 тан 8 + 9

2 тан (3 + 4 + 5) + 10 – 11

9 тан 12 + протоколӑн ытти пӗтӗм йӗрки.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех