Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №17 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.17 17:46

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 213

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи 41 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 57 №; 2005, 63 №; 2006, 66, 70 №-сем; 2007, 73 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85 №; 2011, 88 №; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2014, 9, 12 №-сем; 2015, 5 №; 2016, 4 №; 2017, 3 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 7 статьян 1-мӗш пунктне «йӗркелет» сӑмах хыҫҫӑн «сасӑлав кунӗччен 11 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсем хушса хурас;

2) 17 статьяра:

а) ҫакӑн пек ҫырса иккӗмӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас:

«Суйлав комиссийӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне хатӗрленсе ирттерессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӗсене вӗсене йышӑннӑ кунран пуҫласа пилӗк кун хушшинче муниципалитетӑн кулленхи пичет кӑларӑмӗсенче туллин пичетлесе кӑлараҫҫӗ е тата суйлавҫӑсене ытти майпа пӗлтереҫҫӗ, ҫавӑн пекех ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене параҫҫӗ.»;

ӑ) иккӗмӗш абзаца виҫҫӗмӗш абзац тесе шутлас;

3) 34 статьян 1-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацне «кандидатсене, кандидатсен списокӗсене регистрацилес ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн, анчах сасӑлав кунӗччен 30 кунран кая юлмасӑр» сӑмахсем хушса хурас;

4) 45 статьян 1-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса предложени хушса хурас: «Участокри суйлав комиссийӗ ҫавӑн пекех суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ, анчах вӗсен тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ процесс кодексӗпе килӗшӳллӗн сасӑламалли пӳлӗме пыма май паман мера суйласа илнӗ суйлавҫӑсене сасӑлава хутшӑнмалли майсемпе тивӗҫтерет.».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех