Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №16 от 07 марта 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.16 22:13

Пуплевӗш: 62; Сӑмах: 890

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 9 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2006, 67, 69 №-сем; 2007, 73 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 85, 87 №-сем; 2011, 89–91 №-сем; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 10 №; 2014, 9 №; 2015, 5 №; 2016, 4, 6 №-сем; 2017, 3 №; «Республика» хаҫат, 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 15 статьяра:

а) 3-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«3. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗ пурӑнакан вырӑн пайӑр суйлав участокӗн территорийӗнче вырнаҫни, Федераци саккунӗпе, ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче вара – гражданин ҫав участок территорийӗнче пулни (вӑхӑтлӑх пулни, вырнаҫни) (гражданинӑн активлӑ суйлав прави пулсан) ӑна суйлавҫӑсен списокне кӗртмелли сӑлтав пулса тӑрать. Гражданин пурӑнакан вырӑн пайӑр суйлав участокӗн территорийӗнче вырнаҫнине е вӑл унта пулнине (вӑхӑтлӑх пулнине) – Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче пурӑнакан тата пулакан Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсене регистрацилесе шута илекен органсем, Федераци саккунӗпе, ҫак Саккунпа пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче вара ҫак ӗҫе тума полномочи панӑ ытти органсем, организацисем тата должноҫри ҫынсем палӑртаҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинне вӑл пайӑр суйлав участокӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ тӑрӑх суйлавҫӑсен списокне кӗртес ӗҫе Федераци саккунӗн 64 статйин 16-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.»;

ӑ) 32-мӗш пайра «ӑна ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗ панипе е» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

б) 13-мӗш пайра «, ҫавӑн пекех суйлавҫӑна ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗ панӑ чухне», «, ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗ панӑ чухне вара – ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗ паракан суйлав комиссийӗн членӗ алӑ пусса,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

в) 14-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«14. Сасӑлав кунӗнче больницӑсенче е айӑпланма пултаракан ҫынсене тата айӑпланакан ҫынсене хупса усрамалли вырӑнсенче пулакан суйлавҫӑсене, ҫавӑн пекех ҫар чаҫӗ вырнаҫнӑ вырӑн тулашӗнчи ҫар служащийӗсенчен тӑракан суйлавҫӑсене участокри суйлав комиссийӗ тунӑ йышӑнупа суйлавҫӑ хӑй ҫырнӑ заявлени тӑрӑх вӑхӑтлӑх пулнӑ вырӑнти суйлав участокӗнче суйлавҫӑсен списокне кӗртме пултараҫҫӗ, ҫав заявление участокри суйлав комиссине сасӑлав кунӗччен пӗр кун маларах вырӑнти вӑхӑтпа 14 сехетрен кая юлмасӑр параҫҫӗ. Суйлавҫӑна суйлавҫӑсем вӑхӑтлӑх пулакан суйлав участокӗнче суйлавҫӑсен списокне кӗртни ҫинчен калакан информацие асӑннӑ суйлавҫӑна вӑл пурӑнакан вырӑн тӑрӑх суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ суйлав участокӗн участокри суйлав комиссине, ҫав шутра «Суйлав» ПАСӗпе усӑ курса, ҫитереҫҫӗ. Участокри суйлав комиссийӗ суйлавҫӑсен списокӗнчи тивӗҫлӗ йӗркере «№-лӗ суйлав участокӗнче суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ» тесе суйлав участокӗн номерне кӑтартса паллӑ тӑвать.«;

г) 142-мӗш пай хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

2) 17 статьян 4-мӗш пайӗнче «вокзалсенче, аэропортра,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

3) 21 статьян 10-мӗш пайӗн улттӑмӗш абзацӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

4) 22 статьян 9-мӗш пайӗн ҫиччӗмӗш абзацӗнче «, ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсене парать» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

5) 25 статьяра:

а) ҫакӑн пек ҫырса иккӗмӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас:

«Суйлав комиссийӗсен суйлава хатӗрленсе ирттерессипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ йышӑнӑвӗсене вӗсене йышӑннӑ кунран пуҫласа пилӗк кун хушшинче туллин патшалӑхӑн регионти кулленхи пичет кӑларӑмӗсенче пичетлесе кӑлараҫҫӗ е тата суйлавҫӑсене ытти майпа пӗлтереҫҫӗ, ҫавӑн пекех ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене параҫҫӗ.»;

ӑ) иккӗмӗш абзаца виҫҫӗмӗш абзац тесе шутлас;

6) 52 статьян 8-мӗш пайӗнче «ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсене,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

7) 581 статья хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

8) 60 статьяра:

а) 1-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас:

«Енчен те суйлавҫӑ пӗр мандатлӑ суйлав округӗн (унта вӑл активлӑ суйлав правипе усӑ курать) тулашӗнче хӑй пулнӑ вырӑнта сасӑлать пулсан, ҫавнашкал суйлавҫӑ пӗрлехи суйлав округӗ тӑрӑх сасӑламалли суйлав бюллетеньне ҫеҫ илме пултарать.»;

ӑ) 15-мӗш пайра «ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗллӗ суйлавҫӑсен шучӗ пысӑк пулма пултаракан, ҫавӑн пекех суйлав участокӗнче» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

9) 62 статьян 1-мӗш пайӗнче «асӑннӑ суйлав участокӗнче тата шанманнине тата айӑпланине пула хупса усрамалли вырӑнта тытакан» сӑмахсене «, анчах вӗсен тӗлӗшпе Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ процесс кодексӗпе килӗшӳллӗн сасӑламалли пӳлӗме пыма май паман мера суйласа илнӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;

10) 63 статьян 2-мӗш пайӗнче:

а) вун улттӑмӗш – ҫирӗм пӗрремӗш абзацсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) ҫирӗм виҫҫӗмӗш абзацра «9е-мӗш йӗрке» сӑмахсене «9а-мӗш йӗрке» сӑмахсемпе улӑштарас;

б) ҫирӗм тӑваттӑмӗш абзацра «9ӗ-мӗш йӗрке» сӑмахсене «9ӑ-мӗш йӗрке» сӑмахсемпе улӑштарас;

11) 64 статьяра:

а) 5-мӗш пайра:

иккӗмӗш абзаца ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«1) сасӑлав вӗҫленнӗ самант тӗлне суйлавҫӑсен списокне кӗртнӗ суйлавҫӑсен хисепӗ (тухса кайнӑ суйлавҫӑсен хисепне шута илмесӗр);»;

пиллӗкмӗш–ҫиччӗмӗш абзацсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) 6-мӗш пайӑн пиллӗкмӗш–вуннӑмӗш абзацӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

б) 20-мӗш пайӑн виҫҫӗмӗш абзацӗнче тивӗҫлӗ падежри «9е-мӗш тата 9ӗ-мӗш йӗркесем» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «9а-мӗш тата 9ӑ-мӗш йӗркесем» сӑмахсемпе улӑштарас;

в) 21-мӗш пайра «пуҫтарса хунӑ ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсене,», «, пуҫтарса хунӑ ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсен пӗтӗмӗшле шутне» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

г) 211-мӗш пайра:

тӑваттӑмӗш абзацра «1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 5-мӗш тата 9а-мӗш, 9ӑ-мӗш, 9б-мӗш, 9в-мӗш, 9г-мӗш йӗркисене» сӑмахсене «1-мӗш, 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш йӗркисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

улттӑмӗш абзацра «9е-мӗш тата 9ӗ-мӗш йӗркисене» сӑмахсене «9а-мӗш тата 9ӑ-мӗш йӗркисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

д) 29-мӗш пайра тивӗҫлӗ падежри «1–9ӗ-мӗш йӗркесем» сӑмахсене тивӗҫлӗ падежри «1–9ӑ-мӗш йӗркесем» сӑмахсемпе улӑштарас;

12) 651 статьяра:

а) 7-мӗш пайӑн улттӑмӗш абзацӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) 15-мӗш пайра «1–9ӗ-мӗш йӗркисене» сӑмахсене «1–9ӑ-мӗш йӗркисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

13) 66 статьяра:

а) 3-мӗш пайӑн вуннӑмӗш абзацӗ хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

ӑ) 8-мӗш пайра «1–9-мӗш, 9а-мӗш, 9ӑ-мӗш, 9б-мӗш, 9в-мӗш, 9г-мӗш, 9д-мӗш, 9е-мӗш йӗркисене» сӑмахсене «1–9ӑ-мӗш йӗркисене» сӑмахсемпе улӑштарас;

14) 67 статьян 7-мӗш пайӗнче «ирӗклӗ сасӑлав удостоверенийӗсене,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

15) 6-мӗш хушса ҫырнине ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» саккунӗ ҫумне 6-мӗш хушса ҫырни

Сасӑлав итогӗсем ҫинчен калакан протокола кӗртнӗ даннӑйсене тӗрӗслесе шайлаштарни (хисепсемпе ҫак Саккунӑн 63 статйипе килӗшӳллӗн номерлесе тухнӑ протоколӑн йӗркисене палӑртнӑ)

1 пысӑкрах е тан 3 + 4

2 тан 3 + 4 + 5 + 9а – 9ӑ

6 + 7 тан 8 + 9

9 тан 10 + протоколти ытти мӗн пур йӗркесем.».

2 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 9 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 15, 17, 21, 22, 52, 581, 60, 63, 64, 651, 66 тата 67 статйисен тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 9 №-лӗ саккунӗ ҫумне 6-мӗш хушса ҫырнин (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) положенийӗсен вӑйӗ ҫак Саккун вӑя кӗнӗ кун тӗлне ӗҫлекен суйлаври Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хушма суйлавне ирттернӗ май пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивмеҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех