Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №10 от 18 февраля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.14 13:39

Пуплевӗш: 14; Сӑмах: 139

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Криминал

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» 2003 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 22 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 55 №; 2005, 62, 64, 65 №-сем; 2006, 69, 72 №-сем; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 75, 77, 78 №-сем; 2009, 81, 82 №-сем; 2010, 84, 86 №-сем; 2011, 88–91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94, 96 №-cем; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7, 12 №-сем; 2014, 3, 6, 9, 11, 12 №-сем; 2015, 6, 10 №-сем; 2016, 3, 4, 10, 11 №-сем; 2017, 2–4, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 15 статья хӑйӗн вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнас;

2) 33 статьян 2-мӗш пайӗн «в» пунктӗнче:

а) пӗрремӗш абзацра «15,» цифрӑсене кӑларса пӑрахас;

ӑ) тӑваттӑмӗш абзацра «15,» цифрӑсене кӑларса пӑрахас;

3) 34 статьяра:

а) 1-мӗш пайра «, 15 статьян иккӗмӗш пайӗпе» сӑмахсене кӑларса пӑрахас;

ӑ) 2-мӗш пайра «15 статьян 1-мӗш пайӗпе,» сӑмахсене кӑларса пӑрахас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех