Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин «Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен» саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №6 от 18 февраля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.14 09:57

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 120

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин тӗрӗслевпе шутлав
палати ҫинчен» саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палати ҫинчен» 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 58 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2011, 91 №; 2012, 92 № (I том); Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 7 №-сем; 2014, 9 №; 2015, 5 №; 2016, 2 №; 2017, 3, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗ) 6 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 2-мӗш пая ҫакӑн пек ҫырса 5-мӗш пункт хушса хурас:

«5) ҫак статьян 3-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ сӑлтав пур пулсан.»;

2) 3-мӗш пайра «Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ пулма пултараймасть» сӑмахсене «Тӗрӗслевпе шутлав палатин председателӗ, председатель ҫумӗ тата аудиторсем пулма пултараймаҫҫӗ» сӑмахсемпе улӑштарас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех