Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен" саккунӗн 12 тата 13 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №48 от 10 июля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.13 08:04

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 107

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен» саккунӗн 12 тата 13 статйисене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх наградисем ҫинчен» 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи 15 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2005, 62 №; 2010, 85 №; 2012, 94 №; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 6 №; 2014, 3, 9 №-сем; 2015, 12 №; 2016, 10 №; «Республика» хаҫат, 2018, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 12 статьян вӑтӑр ҫиччӗмӗш абзацӗнче «патшалӑх органӗсенче, организацисенче» сӑмахсене «патшалӑх органӗсенче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче, организацисенче,» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 13 статьян пӗрремӗш абзацне «професси енчен питӗ пысӑк ӑсталӑхшӑн» сӑмахсем хыҫҫӑн «, наставник ӗҫӗ-хӗлӗнчи хастарлӑхшӑн» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех