Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен" саккунӗн 13 статйине тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №51 от 10 июля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.13 07:39

Пуплевӗш: 26; Сӑмах: 580

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Ҫутҫанталӑк

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен
Кабинечӗ ҫинчен» саккунӗн 13 статйине тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 13 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 49 №; 2005, 62 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80 №; 2011, 88, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 5, 7 №-сем; 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 5, 12 №-сем; 2016, 2, 6 №-сем; 2017, 7, 11 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗ; 2018, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗ) 13 статйин 15-мӗш пунктне улшӑну кӗртес, ӑна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«15) чӗр чунсене пӑхса усрас енӗпе йышӑннӑ Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин саккунӗсемпе чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ енӗпе пӑхса хӑварнӑ полномочисене пурнӑҫлать, ҫав шутра хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерет;».

2 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене патшалӑхӑн уйрӑм полномочийӗсене парасси ҫинчен» 2006 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 55 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2006, 72 №; 2007, 73, 74 №-сем; 2008, 76 №; 2009, 80, 82 №-сем; 2010, 84, 85 №-сем; 2011, 90, 91 №-сем; 2012, 92 (I том), 94 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 5, 6, 12 №-сем; 2014, 5, 6, 11 №-сем; 2015, 12 №; 2016, 10, 12 №-сем; 2017, 3, 7 №-сем; «Республика» хаҫат, 2017, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗ; 2018, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ; ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗ, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗ; 2019, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 1 статьян 4-мӗш пайӗн 5-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«5) поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттересси.

Поселенисен тата хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерес енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене пурнӑҫламалли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ палӑртать.»;

2) 148 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«148 статья. Поселенисен тата хула округӗсен бюджечӗсене поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерес енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене пурнӑҫлама уйӑрса паракан субвенцисен калӑпӑшне шутласа палӑртмалли йӗрке

1. Поселенисен тата хула округӗсен вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерес енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене пурнӑҫлама кирлӗ укҫа-тенкӗне Чӑваш Республикин республика бюджетӗнче Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗпе ҫирӗплетекен калӑпӑшпа субвенцисем евӗр пӑхса хӑвараҫҫӗ.

2. Поселенисен тата хула округӗсен бюджечӗсене поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерес енӗпе паракан Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан субвенцисен калӑпӑшне (Si) ҫак формулӑпа палӑртаҫҫӗ:

Si = N × Qi, ӑҫта:

Si – i-кирек-хӑш поселение (хула округне) уйӑрса паракан субвенцисен калӑпӑшӗ;

N – хуҫасӑр пӗр чӗр чуна пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерме каякан тӑкаксен виҫи, ӑна Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн ветеринари енӗпе патшалӑх политикине пурнӑҫлакан органӗ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн финанс сферинче патшалӑх политикине пурнӑҫлакан органӗпе килӗштернӗ тӑрӑх палӑртать;

Qi – i-кирек-хӑш поселенире (хула округӗнче) календарлӑ ҫулталӑк хушшинче тытма палӑртакан хуҫасӑр чӗр чунсен хисепӗ.»;
3) 1411 статьяра:

а) 3-мӗш пайра «асӑрхавсӑр чӗр чунсене» сӑмахсене «хуҫасӑр чӗр чунсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

ӑ) 4-мӗш пайра «асӑрхавсӑр чӗр чунсене» сӑмахсене «хуҫасӑр чӗр чунсене» сӑмахсемпе улӑштарас;

4) 17 статьян 1-мӗш пайӗн 7-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацне ҫакӑн пек ҫырса хурас:

«поселенисемпе хула округӗсен территорийӗнче хуҫасӑр чӗр чунсене пӑхса усрас ӗҫ-хӗле пурнӑҫланӑ чухне мероприятисем йӗркелесе ирттерес енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх полномочийӗсене пурнӑҫланине;».

3 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет тата унпа Федерацин «Чӗр чунсене яваплӑн пӑхса усрасси ҫинчен тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 498-ФЗ №-лӗ саккунӗн 27 статйин 1-мӗш тата 2-мӗш пайӗсене шута илсе усӑ кураҫҫӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Шупашкар хули

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех