Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №52 от 10 июля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.12 20:35

Пуплевӗш: 9; Сӑмах: 128

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин «Чӑваш республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин территорийӗнче правӑн тавралӑх хутлӑхне сыхлассипе тата экологи хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ уйрӑм хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнчи 3 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2016, 3 №; 2017, 2 №; «Республика» хаҫат, 2018, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ; 2019, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗ) 6 статйине ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

а) виҫҫӗмӗш абзаца «унӑн лаптӑкӗ ҫинчен» сӑмахсем хыҫҫӑн «, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн лаптӑкне улӑштарасси ҫинчен йышӑну» сӑмахсем хушса хурас;

ӑ) тӑваттӑмӗш абзаца «унӑн лаптӑкӗ ҫинчен» сӑмахсем хыҫҫӑн «, вӑрманпа паркӑн симӗс тӑрӑхӗн лаптӑкне улӑштарасси ҫинчен» сӑмахсем хушса хурас.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех