Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлемелли условисем ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон № 28 от 02 апреля 2019 г.

Хушнӑ: 2019.07.03 18:51

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 237

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Экономика

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан
служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлемелли условисем ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлемелли условисем ҫинчен» 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунне (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2003, 54 №; 2004, 60 №; 2005, 62, 64 №-сем; 2007, 73 №; 2008, 78 №; 2009, 82 №; 2011, 91 №; 2012, 95 №; «Республика» хаҫат, 2012, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 7 №; 2015, 2 №; 2016, 4, 12 №-сем) ҫакӑн пек улшӑнусем кӗртес:

1) 5 статьян 1-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗнче тата 2-мӗш пунктӗнче «хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн» сӑмахсене «2-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн» сӑмахсемпе улӑштарас;

2) 6 статьян 1-мӗш пунктӗнче «хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн» сӑмахсене «2-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлеме Чӑваш Республикин патшалӑх граждан службин стажне кӗрекен службӑн (ӗҫлевӗн) тапхӑрӗнче йышӑннӑ должноҫсен переченӗ» хушса ҫырнин 4.1-мӗш пунктӗнче «Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх должноҫӗсен пӗрлештернӗ переченӗ тата Чӑваш Республикин Патшалӑх граждан службин должноҫӗсен реестрӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 73 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ» сӑмахсене «Чӑваш Республикин Президенчӗн «Чӑваш Республикин Патшалӑх граждан службин должноҫӗсен реестрӗ ҫинчен» 2006 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи 73 №-лӗ Указӗпе ҫирӗплетнӗ» сӑмахсемпе улӑштарас.

2 статья

1. Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

2. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх граждан служащийӗсене нумай ҫул ӗҫленӗшӗн пенси тӳлемелли условисем ҫинчен» 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 16 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 5 статйин 1-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗн тата 2-мӗш пункчӗн, 6 статйин 1-мӗш пункчӗн положенийӗсен вӑйӗ 2019 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ право хутшӑнӑвӗсене пырса тивет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех