Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджетне пурнӑҫлани ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон № 38 от 04 июня 2019 г.

Хушнӑ: 2019.06.26 12:05

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 156

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Политика

Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджетне пурнӑҫлани ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджетне тупӑшсем енӗпе 49705553,6 пин тенкӗ чухлӗ, тӑкаксем енӗпе 48424394,6 пин тенкӗ чухлӗ, тупӑшсене тӑкаксенчен (Чӑваш Республикин республика бюджечӗн профицичӗ) 1281159,0 пин тенкӗ чухлӗ ытларах ирттерсе пурнӑҫлани ҫинчен калакан отчета ҫак кӑтартусемпе ҫирӗплетес:

ҫак Саккун ҫумне 1-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн бюджетсен ту-пӑшӗсен классификацийӗн кочӗсем тӑрӑх Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечӗн тупӑшӗсене пурнӑҫланине;

ҫак Саккун ҫумне 2-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тӑкакӗсен ведомство тытӑмӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечӗн тӑкакӗсене пурнӑҫланине;

ҫак Саккун ҫумне 3-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн бюджетсен тӑкакӗсен классификацийӗн пайӗсем тата ҫум пайӗсем тӑрӑх Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечӗн тӑкакӗсене пурнӑҫланине;

ҫак Саккун ҫумне 4-мӗш хушса ҫырнипе килӗшӳллӗн бюджетсен дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсен классификацийӗн кочӗсем тӑрӑх Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи республика бюджечӗн дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсене.

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кунран пуҫласа вӑя кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех