Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Семен КОНОВАЛОВ Чӑваш Енре ҫуралман

Автор: Ирина Кузьмина

Ҫӑлкуҫ: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... e-curalman

Хушнӑ: 2019.04.30 18:30

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 143

Текст тӗсӗ: Хыпар

Вырӑсла Тема: Ҫар

Совет Союзӗн Геройӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсен нумай танкне пӗтернӗ паттӑр чӑваш танкисчӗ Семенов Коновалов ҫинчен ӳкернӗ «Несокрушимый» илемлӗ фильма майӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти кинотеатрсенче тӳлевсӗр кӑтартма йышӑннине пӗлтереҫҫӗ кӳршӗллӗ регионти массӑллӑ хыпар хатӗрӗсем. Кунсӑр пуҫне паттӑрӑн хӗрне те хӑнана чӗннӗ-мӗн. Питӗ лайӑх шухӑш. Тинех ентеше тивӗҫлӗ пек хаклатпӑр иккен. Ку енчен «Несокрушимый» фильмӑн режиссерне Константин Максимова тав тумалла пуль. Шӑпах вӑл чӑваш халӑхне ҫакӑн пек парне турӗ вӗт.

Анчах темшӗн «Хыпар» хаҫат та, «Чӑваш халӑх сайчӗ» те Семен Васильевичӑн биографине пӑсса хунӑ. Вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, Семен Коновалов Тӑвай районӗнчи Анаткас Тушкил ялӗнче ҫуралнӑ, Хусана вара кайран куҫса кайнӑ имӗш. Те ял ячӗсем пӗр пек пулнӑран ҫапла ҫырнӑ автор, те урӑх сӑлтавпа – паллӑ мар.

Ҫавӑнпа та, туссем, Семен Васильевич Коновалов Чӑваш Енре мар, Тутарстанри Тури Услон районӗнче 1921 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ. 1956 ҫултан пуҫласа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Хусанти заводра ӗҫленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех