Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ашшӗпе ачисем

Автор: Иван Мучи

Ҫӑлкуҫ: Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.

Хушнӑ: 2019.03.20 23:02

Пуплевӗш: 11; Сӑмах: 95

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Кулӑш

Ашшӗ ачисене, ура айне сармалли тӑла ҫине ларса, океан урлӑ вӗҫсе каҫни ҫинчен каласа панӑ. Ачисем ӗненнӗ: хальхи техника темӗн йышши тӗлӗнмелли япалана та тума пултарать тенӗ.

Унтан ашшӗ ачисене пӗр ҫын хӑй шухӑшласа тупнӑ аппаратпа уйӑх ҫине вӗҫсе кайса таврӑнни ҫинчен каласа панӑ. Ачисем кӑна та ӗненнӗ.

Ашшӗ юлашкинчен Чӑваш совет писателӗсен Союзӗ «Чӑваш литературин историйӗ» ятлӑ пысӑк кӗнекине паян пичете яни ҫинчен каласа панӑ. Ачисем ахӑрсах янӑ:
— Ак суя чӑпти, тыттарать!
Ӗненместпӗр. Никам та ҫырман. Ӑна ҫырма пӗтӗм организаци тӑрӑшмасан та пулмасть, — тенӗ вӗсем.

Ашшӗ тавлашайман. Суя тухнӑшӑн калама ҫук вӑтанса кайнӑ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех